Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Библиокаҫ» акципе килӗшӳллӗн ЧР Наци вулавӑшӗнче Андрей Васильев режиссерӑн «Нарспи» фильмне кӑтартӗҫ.
Юрӑллӑ-кӗвӗллӗ «Нарспи» фильма Константин Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ «Нарспи» мюзикла тӗпе хурса ӳкернӗ. Фильм пултарулӑх стилӗпе тата ӳнер енӗпе палӑрать, икӗ сехете тӑсӑлаканскере пӗр сывламасӑр пӑхма пулать.
Профессионал вокала, хореографие, илемлӗ сценӑсене, ятарлӑ эффектсене пула «Нарспи» кино куракансен асӗнче яланлӑхах юлӗ.
Аса илтерер: «Нарспи» фильма пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери фестивальте пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Ӑна куракансем лайӑх йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пурне те ЧР Наци вулавӑшӗнче 19 сехетре 119-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫин Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисене пахаланӑ.
«Раҫҫей тава тивӗҫлӗ учителӗ, вӑтӑр ҫул ытла ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тимлекен Елчӗк пики тӑван халӑха, чӗлхене, культурӑна пӗтӗм пурнӑҫне парать тесе каламалла», — тет ун пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Любовь Федорова 1994-мӗш ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗнче тӑрать иккен.
«Анне пехилӗ», «Утакана — ҫил хирӗҫ» кӗнекесене хак пама вулавӑша авторӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенсем, культурӑра ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ. Тухса калаҫакансем ҫыравҫӑн калавӗсемпе сӑввисенче, поэмисенче тӑван халӑха, ҫӗршыва, ҫутҫанталӑка юратни уҫҫӑн палӑрнине асӑнса хӑварнӑ.
Ҫыравҫа хавхалантарса унӑн ӗҫтешӗсем Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, ентешӗ Петр Сидоров, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциаци ертӳҫисенче пӗри Зоя Нестерова тата ыттисем те ырӑ сӑмах каланӑ, ҫапла ялан хастар пулма суннӑ.
Ҫак кунсенче наци библиотекинче таврапӗлӳҫӗсен черетлӗ пухӑвӗ пулчӗ. Ӑна Виталий Станъял ертсе пычӗ. Вӑл таврапӗлӳҫӗсем ҫак хушӑра тунӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ: «Пурӗ 3 пине яхӑн таврапӗлӳҫӗ, 167-шӗ «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» ята тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра халӑх хӑйӗн несӗлӗсемпе ытларах интересленме пуҫларӗ, ялсен историйӗсем ҫинчен чылай пахалӑхлӑ кӗнекесем кун ҫути курчӗ. Пур район та энциклопеди кӑларас енӗпе ӗҫлет», — терӗ. Вӑл шкулти музейсене йӗркелесе яма, 50 томлӑ энциклопеди кӑларма сӗнчӗ: вӑл шутра отрасль энциклопедисене те, сӑмахран: чӑвашри кайӑксем пирки.
Тӗмен хастарӗ хӑйсем туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗ. Унта пурӑнакан чӑвашсем Бичурин вулавӗсем те ирттернӗ. Президиума 4 ҫынна суйларӗҫ. Вӗсем хӑйсем хушшинче ертӳҫӗне суйлӗҫ, мӗншӗн тесен паянхи ертӳҫӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑннӑ пирки ӑна ку ӗҫре тӑрӑшма йывӑртарах. Пухӑннисем пушӑн 28-мӗшне «Таврапӗлӳҫӗ кунӗ» тесе шутлама сӗнчӗҫ, ку ыйтӑва аслӑ вырӑнта ларакансем татса парасса шанаҫҫӗ.
Унтан академиксен канашлӑвӗ пулчӗ. Унӑн ертӳҫи Ерагин темиҫе паллӑ ӑсчаха академиксен ретне илнӗ ятпа билет пачӗ, тӑрӑшуллисене тӗрлӗ медальпе чысларӗ.
Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш Енӗн литература палитри: 100 кӗнеке — вуласа тухма» акци ирттереҫҫӗ.
Ӑна наци литературинчи чи лайӑх тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Акци пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен пулӗ.
Эксперт ушкӑнӗ сасӑлав валли кӗнекесене ака уйӑхӗн вӗҫӗччен суйлӗ. Ушкӑн йышне культура, ӑслӑлӑх, вӗренӳ ӗҫченӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе общество организацийӗсен элчисем кӗрӗҫ.
Унтан ҫав списока ҫынсем сӳтсе явма, тӗнче тетелӗнче, ЧР Наци вулавӑш сайтӗнче, сасӑлама пултарӗҫ.
Сасӑлава кура ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне 100 кӗнеке списокне хатӗрлӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара «Чӑваш Енӗн литература палитри: 100 кӗнеке — вуласа тухма» электрон коллекци хатӗрлеҫ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗн сайтне вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа унпа кирек кам та паллашма пултарӗ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, шӑматкун, Наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XI отчетпа суйлав пухӑвӗ иртмелле. Ҫав кунах съезд хыҫҫӑн Чӑваш халӑх академийӗ таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫулне халалласа конференци ирттерет. Унта шкул ачисенчен пуҫласа академиксем таранах кашни хӑйӗн тӗпчевӗпе хутшӑнма пултарать.
Черетлӗ XI пухӑвӑн тӗп ыйтӑвӗсем — халиччен тунӑ ӗҫсен отчечӗ, тӗпчев кӗнекисен хаклавӗ тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳлӗхне суйласси. Тавралӑх тӗпчевҫисен хальхи пысӑк тӗллевӗ — тӑван вырӑнӗсем, паллӑ ҫыннисем ҫинчен кӗнекесемпе энциклопедисем кӑларасси. «Чӑваш Республикинче энциклопедисӗр темиҫе район кӑна юлчӗ. Хӑшпӗр район энциклопедийӗсем икшер томлӑ пулса тӑчӗҫ», — йыхрав хучӗнче ҫапалрах палӑртаҫҫӗ. Чӑваш халӑх академийӗпе Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ «Чӑваш наци энциклпедине» 50 томпа кӑларас шухӑшли пирки пӗлтереҫҫӗ. Черетлӗ пухура ун пирки сӑмах пуҫараҫҫех теме пулать.
Пухӑва йӗркелекенсем унта хамӑр республикӑран тата аякри вырӑнсенчен таврапӗлӳҫӗсем йышлӑн килессе кӗтеҫҫӗ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» романне хӑтлӗҫ. Унччен кун ҫути курнӑ романӑн иккӗмӗш пайне автор Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне кӑларнӑ.
Асӑннӑ автора Чӑваш Республикин Культура министерстви «чӑваш литературин хальхи вӑхӑтри ҫыравҫисем хушшинче татти-сыпписӗр пултаруллӑ та уҫӑ чунлӑ тата ҫепӗҫ стильлӗ Улька Эльмен тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать» тесе хаклать. Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсене республикӑри вулавӑшсене ҫӳрекенсем хаваспах вулаваҫҫӗ-мӗн. Пӗлтӗр автор чи вулакан чӑвашла кӗнекесен республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫынсем унӑн «Упраймарӑм сана…» кӗнекине ҫавӑн пек пысӑка хурса йышӑннӑ иккен.
Ыранхи кӗнеке хӑтлавне авторсӑр пуҫне культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, учительсем, преподавательсем, шкул ачисемпе студентсем хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Хӑтлав вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче 15 сехет те 30 минутра пуҫланмалла.
ЧР Наци вулавӑшӗнче нарӑсӑн 4-мӗшӗнчех ҫӗнӗ акци старт илнӗ. «Кӗнекесем — ял ачисене» ыркӑмӑллӑх акцине ЧР Наци вулавӑшӗ Литература ҫулталӑкӗнче ирттерни ахальтен мар. Йӗркелӳҫӗсем ачасене кӗнекепе ҫывӑхрах туслаштарасшӑн.
Ыркӑмӑллӑх акцине шанчӑклӑ партнерсем, вулакансем, вулавӑш юлташӗсем пӗрремӗш кунсенчех хутшӑннӑ. Вӗсем — Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Н.Яхатина, ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗн пай заведующийӗ Н.Громова, Чӑваш бибколлекторӗн элчием, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин пай пуҫлӑхӗ А.Евграфова тата ыттисем.
Акцие ҫулталӑк вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: акци пуҫланнӑ пуҫламан ачасем валли 1000 пине яхӑн кӑларӑм пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — сӑвӑсем, вырӑсла тата чӑвашла калавсем, истори, таврапӗлӳ кӗнекисем…
Акци пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8(8352) 23-02-17, 62-38-12 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ лекци иртрӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӑваш халӑх кун-ҫулӗн ялтӑрми» ятлӑскерне Мускавра пурӑнакан тӗпчевҫӗ Александр Савельев ирттерчӗ.
Лекци чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗпе ҫыхӑнчӗ. Александр пирӗн чӗлхе тӗрӗк чӗлхи шутне кӗнине ҫирӗплетсе каларӗ, кӑна вӑл пирӗн чӗлхери базис сӑмахӗсем тӗпрен илсен тӗрӗк чӗлхи пулнипе ӗнентерчӗ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ пирӗн чӗлхе ыттисемпе мӗнле ҫыхӑнура пулни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Этимологи урлӑ халӑхсен историне мӗнле тӗпчеме пуласси пирки чарӑнса тӑчӗ. Тӗслӗх пек вырӑс чӗлхине пӑлхар сӑмахӗсем ӑҫтан кӗнине ӑнлантарса пачӗ — хӑшне Танай пӑлхарӗсенчен илнине мӗнле пӗлмелле, хӑшне вара Атӑлҫи пӑлхарӗсенчен. Унсӑр пуҫне Александр Атӑлҫи Пӑлхарстанра мӗншӗн тутарсем ӗнентернӗ пек кӑпчак чӗлхи пулма пултарайманни пирки те асӑнчӗ. Сӑлтавӗ кӑпчаксем вӑл вӑхӑтра пачах урӑх вырӑнта тӗпленсе пурӑннинче тата кӳршӗлле халӑхсен лексикине ҫав тапхӑрта кӗнӗ сӑмахсем ҫуккинче.
Лекцин пӗр пайӗ хӑш-пӗр чӗлхесенчи сӑмахсем чӑваш чӗлхинчи пек пулни ҫинчен пулчӗ, Александр ӑнлантарнӑ тӑрӑх ҫав сӑмахсен чылай пайӗ пӗрешкел илтӗнет кӑна, пирӗн чӗлхесем хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартмасть.
Ҫак кунсенче Шупашкарта Георгий Алексеев ӳнерҫӗ пирки кӗнекене хӑтланӑ. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Лариса Семечкина-Бессонова ҫырса хатӗрленӗ.
Кӗнеке хӑтлавне наци вулавӑшне ӳнерҫӗн Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗнчи тусӗсем, тӑванӗсем тата ӳнере кӑмӑллакансем пухӑннӑ. Кӗнеке авторӗ чи малтан хӑй ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех ыттисем те ӳнерҫӗн ырӑ енӗсене палӑртнӑ. Георгий Алексеев нумай ҫул хушши Колым тӑрӑхӗнче ӗҫленӗрен шӑп та ҫав вӑхӑтри ӳкерчӗксем унӑн пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Кӑна кашниех палӑртрӗ темелле. Тимӗр Акташ вара хӑйӗн сӑмахӗнче Ҫӗпӗрте ӗҫленӗ ытти чӑваш ӳнерҫисен ячӗсене те асӑннӑ — ку вӑл Владимир Мешков (1919–2012) тата Валерий Северянин (1951).
Алексеев Георгий Андреевич 1939 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗрпеҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ, кайран педагогика институтне вӗренме кайнӑ, унта 1973 ҫулта художествӑпа графика факультетне пӗтернӗ. Малтан «Чӑвашкабель» савутра вӑй хунӑ, кайран Магадан облаҫӗнчи Сеймчан хулине куҫнӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗн фончӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Вӑл питӗ кирлӗ те усӑллӑ кӗнеке — «Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения». К.В.Иванов ячӗлле историпе культура фончӗн ячӗпе кӑларнӑ темиҫе кӑларӑма вулавӑша чӑвашсен паллӑ таврапӗлӳҫи, тӗпчевҫи Владимир Алмантай (Иванов) парнеленӗ.
Вӑл вулавӑшпа темиҫе ҫул ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑнура. Ку — вӑл парнеленӗ 7-мӗш кӗнеке. Кӗнеке шӑранса тухиччен чылай тар тӑкма тивнӗ. «Ҫынсен ячӗсем — халӑх историйӗн пӗр пайӗ, этника ячӗсенче тата географи ячӗсенче халӑхӑн культурипе йӑли, унӑн тата ытти халӑхӑн ҫыхӑнӑвӗ курӑнать», — тет Владимир Алмантай.
Кӗнеке умсӑмахне виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла. Кирлӗ ята хӑвӑртах шыраса тупма пулать. Ӑна хатӗрленӗ чухне архив докуменчӗсемпе, экспедици тӗпчевӗсен материалӗсемпе, ватӑ ҫынсен асаилӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе, культурипе кӑсӑкланакансемшӗн питӗ интереслӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.